Урок тĕсĕ: вырăс шкулĕнчи 5-мĕш класра информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ хутăш урок.
Тема: Тăван ҫĕр-шыв
Сапăрлăх тĕллевĕсем:
1. Ачасенче тăван ҫĕр-шыва хаклас, юратас туйăма малалла аталантарасси.
2. Чăваш чĕлхине килĕштерес, ăна хисеплес туйăма ачасенче вăратасси, аталантарасси.
Аталантару тĕллевĕ: чĕлхене çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатса ачасен пуплев культурине тата шухăшлавне аталантарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
1. Ачасен калаçу, вулав чĕлхине аталантарассипе малалла ĕçлесси, тăван ҫĕр-шыва сăнлакан япала ячĕсен, паллă ячĕсен йышне ÿстересси.
2.Чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕреннĕ правилăсене аса илесси.
Урока кирлĕ хатĕрсем: учебник, компьютер, проектор, экран, слайд.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; сăвă тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ăнлантаруллă çыру
