- Ыр? кун пулт?р!. Çк?нта пух?ннисене пурне те сывл?х сунат?п. Урок пуçл?п?р.
Паянхи урокра эпир хам?р регион çинчен калаç?п?р, малтан пуçлан? ?çе малалла т?с?п?р.
Иртн? урокра эсир ушк?нсем çине пайлант?р, паянхи урок темине уçса пама вак ыйтусем йыш?нт?р. Кашни ушк?н пурн?çлан? ?çе хÿт?лемелле, п?рле п?р шух?ш (п?т?млетÿ) патне çитмелле.
Ушк?н?сем виçç?. Кашни ушк?н ?çне эсир х?в?р хаклат?р
(хут листисем парта çинче). В?л хут листисемш?н явапл? çын пул?.
Хал? тетрадьсене уçар та урок темине çырса хурар: «Ат?л т?рах?нчи регион. Ч?ваш Республики».
К?некесенче çырн? т?р?х, пир?н планета çинче 3 пин т?рл? хал?х пур?нать. В?сем 5 пине ях?н ч?лхепе калаçаçç?. Патшал?хсен шуч? вара 200-е ях?н. Çапах та пир?нш?н кашнинш?нех чи хакли, чи юратни - хам?р çуралн? ç?ршыв. Пир?нш?н çак?н пек юратн?, çуралн? ç?ршыв в?л - Ч?ваш Республики. Паянхи урока эпир хам?р ç?р-шыва, Т?ван республик?на халаллатп?р та ?нт?. Эп? сире урок валли материал пухма Интернетри çак сайт адрес?сене пан?чч?.
(экран çинче сайт адрес?сем )
- Урокра паян эпир Ч?ваш Республики, ун?н хулисем тата символ?сем çинчен калаç?п?р та ?нт?. М?н п?лнине тест ирттерсе т?р?сл?п?р, кластер т?в?п?р.
II. Урок?н т?п пай?. (экран çинче Ч?ваш Республикин картти )
- Эсир ас?рхар?р пул?, пир?н экран çинче Ч?ваш Республикин картти. Унпа ус? курса хам?р ç?р-шыв çинчен м?н п?лнине аса илер-ха малтан.
Ачасен с?мах?.
1) Ача презентаци т?р?х каласа парать.(Ершова Мария, Мельников Алексей)
2) Ача буклетпа паллаштарать (Антонов Алексей)
Ч?ваш ен - Раççей Федераций?н республики. В?л В?там Ат?л т?р?х?нче вырнаçн?. Ун?н лапт?к? пыс?ках мар: 18,3 пин т?ваткал метр шутланать, çын шуч?пе в?л Раççей?пе 4-м?ш выр?н йыш?нать (2 миллиона ях?н çын пур?нать). Республик?ра 21 административл? район, 9 хула. Кунта пур?накансенчен ч?вашсем - 67,8%, выр?ссем - 26,7%, тутарсем - 2,7%, ирçесем - 1,4% шутланаçç?. Ыттисем - 50 ытла т?рл? наци çынни. Пурте п?р-п?ринпе кил?штерсе, п?р-п?рне хисеплесе пур?наçç?.
Республик?ри чи пыс?к хула – Шупашкар. В?л Ч?ваш Республикин т?п хули шутланать.
«Города Чувашской Республики»
Презентаципе 3 ача – 3 хула çинчен
П?м?шле Word докуменч?пе хуласем çинчен каласа парать ( 1 ача)
- Кашни патшал?х?нах çак?н пек символсем пур. Ч?ваш Республикин те пур в?сем. Ч?ваш символ?сен шутне м?н-м?н к?рет-ха? (Ачасен хурав?).
- Т?р?с, в?сен шутне герб, ялав тата гимн к?реçç?. В?сене республик?н Асл? Канаш? 1992 çулхи ака уй?х?н 29-м?ш?нче çир?плетн?. Çак символсем патшал?х суверенитетне пал?ртаçç?.
! - М?нле ?нланат?р-ха эсир çак суверенитет с?маха? (Доска çине п?хаçç?).
Просмотр содержимого документа
«Ат?л т?р?х?нчи регион. Ч?ваш Республики »
9 класс КРК
Тема урока: Атăл тăрăхĕнчи регион. Чăваш Республики.
Цель урока: привлечь внимание обуча.щихся к своему региону.
Задачи:
познакомить с ЧР
воспитать чувство патриотизма, л.бовь к своей республике
развивать умение учащихся работать с Интернет- источниками
развивать коммуникативных и творческих способностей
Оборудование: компьютер, мультимедиа проектор, экран, (карта ЧР или на экране)
Виды деятельности: защита проектов, (презентаций, буклетов, документов)
Результат: выполнение заданий теста и создание кластера
УРОК ЮХĂМĚ.
Сан çинчен юрлатпăр юрă,
Чаплă Чăваш ен …
Сан яту ытла та ырă,
Çав тери чечен…
Л. Смолина
I.Урока йĕркелесе ярасси, унăн тĕллевĕсемпе паллаштарни.
/ экран çинче эпиграф сăмахĕсем/
- Ырă кун пултăр!... Çкăнта пухăннисене пурне те сывлăх сунатăп. Урок пуçлăпăр.
Паянхи урокра эпир хамăр регион çинчен калаçăпăр, малтан пуçланă ĕçе малалла тăсăпăр.
Иртнĕ урокра эсир ушкăнсем çине пайлантăр, паянхи урок темине уçса пама вак ыйтусем йышăнтăр. Кашни ушкăн пурнăçланă ĕçе хÿтĕлемелле, пĕрле пĕр шухăш (пĕтĕмлетÿ) патне çитмелле.
Ушкăнĕсем виççĕ. Кашни ушкăн ĕçне эсир хăвăр хаклатăр
(хут листисем парта çинче). Вăл хут листисемшĕн яваплă çын пулĕ.
Халĕ тетрадьсене уçар та урок темине çырса хурар: «Атăл тăрахĕнчи регион. Чăваш Республики».
Кĕнекесенче çырнă тăрăх, пирĕн планета çинче 3 пин тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем 5 пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ. Патшалăхсен шучĕ вара 200-е яхăн. Çапах та пирĕншĕн кашниншĕнех чи хакли, чи юратни - хамăр çуралнă çĕршыв. Пирĕншĕн çакăн пек юратнă, çуралнă çĕршыв вăл - Чăваш Республики. Паянхи урока эпир хамăр çĕр-шыва, Тăван республикăна халаллатпăр та ĕнтĕ. Эпĕ сире урок валли материал пухма Интернетри çак сайт адресĕсене панăччĕ.
(экран çинче сайт адресĕсем )
- Урокра паян эпир Чăваш Республики, унăн хулисем тата символĕсем çинчен калаçăпăр та ĕнтĕ. Мĕн пĕлнине тест ирттерсе тĕрĕслĕпĕр, кластер тăвăпăр.
II. Урокăн тĕп пайĕ. (экран çинче Чăваш Республикин картти )
- Эсир асăрхарăр пулĕ, пирĕн экран çинчеЧăваш Республикин картти. Унпа усă курса хамăр çĕр-шыв çинчен мĕн пĕлнине аса илер-ха малтан.
Ачасен сăмахĕ.
1) Ача презентаци тăрăх каласа парать.(Ершова Мария, Мельников Алексей)
2) Ача буклетпа паллаштарать (Антонов Алексей)
Чăваш ен - Раççей Федерацийĕн республики. Вăл Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ пысăках мар: 18,3 пин тăваткал метр шутланать, çын шучĕпе вăл Раççейĕпе 4-мĕш вырăн йышăнать (2 миллиона яхăн çын пурăнать). Республикăра 21 административлă район, 9 хула. Кунта пурăнакансенчен чăвашсем - 67,8%, вырăссем - 26,7%, тутарсем - 2,7%, ирçесем - 1,4% шутланаççĕ. Ыттисем - 50 ытла тĕрлĕ наци çынни. Пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ.
Республикăри чи пысăк хула – Шупашкар. Вăл Чăваш Республикин тĕп хули шутланать.
«Города Чувашской Республики»
Презентаципе 3 ача – 3 хула çинчен
Пĕмĕшле Word докуменчĕпе хуласем çинчен каласа парать ( 1 ача)
III. Кану саманчĕ.
3. «ЧР символĕсем»
1) -Ялав вăл – патшалăхăн символĕ е тепĕр майлă каласан çĕр-шыв палли.
- Кашни патшалăхăнах çакăн пек символсем пур. Чăваш Республикин те пур вĕсем. Чăваш символĕсен шутне мĕн-мĕн кĕрет-ха? (Ачасен хуравĕ).
-Тĕрĕс, вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Вĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Çак символсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ.
!!! - Мĕнле ăнланатăр-ха эсир çак суверенитет сăмаха? (Доска çине пăхаççĕ).
- Атьăр – ха эпир вĕсене пĕрле вулар. Кам вуласа парасшăн?
2). Словарь ĕçĕ.
Суверенитет - çĕр-шыв хăйĕн шалти тата тулашри ĕçĕсенче хăйне ирĕккĕн, урăх çĕр-шывсене пăхăнмасăр пурăнни
Гимн – мухтав юрри
Символ- паллă
3) Тетрадьсем çине çырни. (Экран çине тухать)
(Чăваш Республикин патшалăх символĕсем: герб, ялав тата гимн. Вĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.)
Презентаци тăрах (Васильева Марина)
Буклет (Никитина Екатерина)
III. Тест ирттерни.
- Ч Р çинчен мĕн пĕлнине тест туса тĕрĕслĕпĕр.
IV.Урока пĕтĕмлетсе кластер туни:
V. Килти ĕç: ЧР çинчен синквэйн туса килмелле. Аса илер-ха мĕн вăл синквэйн? (5 йĕркерен тăракан сăвă: 1ш йĕрки - 1 я/я, 2ш- 2 п/я, 3ш- 3 глагол, 4ш-пĕтĕмлетÿллĕ предложени, 5ш- пĕтĕмлетÿ сăмахĕ).